Хeллехи кайaксем презентация

Мир птиц, которые живут вокруг нас , очень разнообразен. Одни живут у нас постоянно(воробьи, синицы, голуби, галки, сороки, дятлы и другие), другие прилетают для выведения птенцов(скворцы, ласточки, жаворонки, грачи

Слайд 1Хĕллехи кайăксем
Кайăксем – пирĕн туссем.


Слайд 2Мир птиц, которые живут вокруг нас , очень разнообразен.
Одни

живут у нас постоянно(воробьи, синицы, голуби, галки, сороки, дятлы и другие), другие прилетают для выведения птенцов(скворцы, ласточки, жаворонки, грачи и другие), а третьи прилетают на зимнюю кормежку(свиристели, снегири и другие). Нам с вами надо научиться видеть, узнавать их, различать их голоса, знать, чем они питаются. Ведь все они наши друзья, как говорили в старину, Божьи творения.
Знание окружающего мира обогащает наш ум, развивает наблюдательность. Мы становимся добрее, чище и светлее душой.

Слайд 5Çерçи .
Ĕлĕк хресчен çерçие юратман, сиенлĕ кайăк тесе шутланнă. Чăнах та

, çерçисем кантăр ани çине е ял çывăхĕнчи ырашпа тулă анисем çине тапăннă. Вăррисене сăхса пучахсене пушатса хăварнă.
Çапах та çерçи усăллă кайăк. Вăл йывăç- курăк çинчи тем чул сиенлĕ хурт-кăпшанка пĕтерет. Йывăçсене чирлесрен сыхлать, çимĕç тума пулăшать.
Хĕлле вара çерçишĕн йывăр вăхăт пуçланать. Апат тупма çук, сивĕ. Унăн кĕлетки пĕчĕк, шăнать вăл. Хĕл каçиччен çерçисенчен çурри ытла вилсе пĕтет. Çавăнпа ăна хĕлле пулăшас пулать.Çерçи нимле апата та тиркемест.

Слайд 7Кăсăя .-синица.
Хура кĕркунне. Çулçă тăкăнса пĕтнĕ. Çĕр шăннă. Анчах та юр

ÿкмен-ха. Чÿречерен хуллен тăк-тăк-тăк шаккани илтĕнчĕ. Кăсăя шаккать иккен.
«Курмастăн-им, тулта шăнтрĕ вĕт. Апат тупма йывăрланчĕ. Сырăш ма çакмастăн ?»-тенĕ пекех туйăнчĕ.
Чÿрече умĕнчи хурăн çине сырăш çакрăм та хĕвелçаврăнăш хурса патăм. Тепĕр Ирхине пăхатăп та, ман сырăш тавра 10-12 кăсăя пухăннă.
Сăпайлă кайăк вăл- кăсăя. Пĕр пĕрчĕ çăварне хыпать те çывăхри турат çине ларса вăррине хуппинчен тасатать. Унтан хăй черечĕ çитсен каллех сырăш патне пырать. Çавнашкал вĕçе- вĕçĕн пырса пĕр сехетре сырăшри апата йăлтах çисе яраççĕ.
Хĕл каçипех кăсăясем ял хушшинче пурăнаççĕ. Çуркунне çитсен чĕпĕ кăларма вăрмана каяççĕ.

Слайд 9Кăвакарчăн – голубь.
Пирĕн тăрăхра кăвакарчăн курман çын çук та пулĕ.

Вăл хулара та, ялта та йышлă пурăнать. Ячĕ унăн чăвашсем хушшинче расна. Тури чăвашсем ăна ытларах кулюкка теççĕ, анатрисем- кăвакарчăн.
Кăвакарчăн шупка кăвак тĕслĕ, сайра хутра шурă пулать. Кĕлетки тăпăл-тăпăл та илемлĕ. Çĕр çинче утса çÿрет. Ытларах тĕрлĕ курăк вăррисемпе тăранса пурăнать. Кăвакарчăнсем яланлăхах мăшăрланаççĕ, пĕр- пĕринпе питĕ туслăн пурăнаççĕ.
Ялта е хулара пурăнакан кăвакарчăнсем йăвисене çурт таврашне тăваççĕ. Анчах типтерлĕ тума ÿркенеççĕ. 10-12 улăм пĕрчи тата курăк пăрахкалаççĕ те пĕрер е икшер çăмарта тăваççĕ. Чĕпписене ами малтанлăха çăварти сĕтпе тăрантарать. Ик эрнерен кăвакарчăн чĕпписем вĕçме тытăнаççĕ.
Хăш –хăш çĕрте кăвакарчăнсене ашĕшĕн (какайĕшĕн) ĕрчетеççĕ. Вĕсен йывăрăшĕ 700-800 грама çитет. Кăвакарчăн ашĕ çемçе те тутлă теççĕ.

Слайд 11Шăлинкурăс – свиристель.
Кайăкĕсем çерçи тĕслĕрех, сăмси айĕнче хура пăнчă пур. Çунаттисем

тăрăх та хура ярăмсем анаççĕ, çунат вĕçĕсенче вара хĕрлĕ тĕс те палăрать. Пуçĕсенче –тĕпек. Пысăкăшĕпе шăнкăрчă пекрех. Сасси питĕ илемлĕ – вĕтĕ кĕмĕл шăнкăрав сасси пек.
Вĕсем пиртен çурçĕрелли вăрмансенче тĕл пулаççĕ, кĕрлĕ – çурлă пирĕн пата килеççĕ, пилеш, палан пуçтараççĕ. Пан улми вăрри те теркемеççĕ.
Шăлинкурăс вĕçнĕ чух та юрлать. Хулари пилеше ытларах çавсем çиеççĕ.

Обратная связь

Если не удалось найти и скачать презентацию, Вы можете заказать его на нашем сайте. Мы постараемся найти нужный Вам материал и отправим по электронной почте. Не стесняйтесь обращаться к нам, если у вас возникли вопросы или пожелания:

Email: Нажмите что бы посмотреть 

Что такое ThePresentation.ru?

Это сайт презентаций, докладов, проектов, шаблонов в формате PowerPoint. Мы помогаем школьникам, студентам, учителям, преподавателям хранить и обмениваться учебными материалами с другими пользователями.


Для правообладателей

Яндекс.Метрика