Чeмпeр чaваш шкулe – культура вучахe презентация

Содержание

Пур çĕрте те ялсенче Хура халăх хушшинче Хут вĕренме тытăнчĕç, Шкулсем нумай уçăлчĕç. Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте, Аслă

Слайд 1Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн
10б класĕнче вĕренекен

Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
2008 çул

«ЯКОВЛЕВ МĂНУКĔСЕМ» КОНКУРС


Слайд 2Пур çĕрте те ялсенче


Хура халăх хушшинче
Хут вĕренме тытăнчĕç,
Шкулсем нумай уçăлчĕç.
Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте,
Аслă чăваш шкулĕнче.
Кĕнекесем çаптарчĕç,
Çын хушшине салатрĕç;
Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем
Уçăлаççĕ чăвашсен.

Кĕçке курма пуçларĕç,
Тĕнче курма пуçларĕç.
Çав ĕçсене кам турĕ,
Çак таранччен тăрăшрĕ?
Çак таранччен тарăхса,
Чăвашсемшĕн тăрăшса
Кун-çулĕнче курнине,
Шухăшпала шурнине
Кам каласа парĕ-ши?
Кам ырă ят сарĕ-ши?

Константин Иванов


Слайд 3Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп
Ăс-тăн вучахĕ пулнă Чĕмпĕр шкулĕ
Тавах сана, ăслай-вĕрентекен!
Эс

парнелерĕн чăваша çырулăх,
Пĕрремĕш хут тыттартăн кĕнеке.
Юрий Вирьял

Слайд 4Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем - пĕлÿпе
Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕсем


Слайд 5Чĕмпĕр шкулĕн пĕрремĕш утăмĕсем


Слайд 6 И.Я.Яковлев çĕнĕ çырулăх туса йĕркеленĕ, литература чĕлхине никĕслеме тытăннă. Çак

ĕçе юлташĕсене тата пултаруллă вĕренекенĕсене явăçтарнă.

Слайд 7 1871 çулхи кĕркунне тĕлне чăваш букварĕн пĕрремĕш варианчĕ

хатĕр пулнă. 1872 çулта «Чăваш ачисене çырăва вĕренмелли кĕнеке» ятпа (1200 экземпляр, 56 страница) пичетленсе тухнă. Букварь тытăмĕ çапла пулнă: умсăмах, азбука тата вулама вĕренмелли текстсем, ăс паракан кĕске калавсем, кĕлĕсем, хушса пани.
Букварь тăвас ĕçре Яковлев ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе ытларах усă курнă. Кун пек туни ачасен чунĕсем патне хăвăртрах çитме май парать тенĕ. Ваттисен ĕмĕрхи ăслă сăмахĕсем пурнăçа, халăха, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ.
И.Я.Яковлев букварĕ пĕтĕмпе 33 хутчен пичетленнĕ.

Слайд 8К.В.Иванов чăваш букварьне иллюстрациленĕ


Слайд 9И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ


Слайд 10И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр шкулĕ ÿссех, пысăклансах пынă, чăвашсен культура центрĕ пулса

тăнă


1896

1896

1914

1914


Слайд 11Чĕмпĕр шкулĕнче ачасен музыка пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе 3 хор тата 3

оркестр ĕçленĕ

Слайд 12 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче хĕрарăмсен уйрăмĕ

уçăлнă. Ку уйрăма И.Я.Яковлев мăшăрĕ Екатерина Алексеевна 1881 çулччен тÿлевсĕрех ертсе пынă, мĕншĕн тесен çак çултан тин патшалăх шучĕпе тытса тăма пуçланă. Унччен вара И.Я.Яковлев тăкаксене хăй кĕсйинчен саплаштарса тăнă.

1914

1909


Слайд 13Чăваш шкулĕн кун-çулĕ çапла пуçланнă:
1868 çулта – 1 вĕренекен
1869 çулта –

3 вĕренекен
1870 çулта – 4 вĕренекен
1871 çулта – 7 вĕренекен
1872 çулта – 26 ача
1873 çулта – 32 ача
1874 çулта – 32 ача
1875 çулта – 55 ача
1892 çулта шкул çумĕнче 150 теçеттин çĕр пулнă.
1911 çулта шкул 300 гектар ытла çĕр туянать.
1912-1913 çулсенче шкул хăй вăйĕпе 3 йывăç çурт, лаша вити, кĕлетсем, 40 ĕне вырнаçмалăх вите, путвал, 2 сарай (ял хуçалăх машинисем валли), 2 нÿхреп, шыв пăрăхĕ, мунча, 6 кĕпер, 76 рамăллă парник, кĕпе çумалли çурт-прачечнăй ĕçе кĕртнĕ.
1914 çулта 8 ĕне, 12 сысна çури туяннă. Хушма хуçалăх çĕрĕ çинче 23 гектар çĕр улми, 2,5 гектар пахча çимĕç, 25 гектар ыраш, 4 гектар пăрçа, 2 гектар ясмăк, 7 гектар сĕлĕ, çур гектар тулă акса ÿстернĕ.

Пĕлме интереслĕ


Слайд 15Мастерскойĕнче сĕтел-пукан, иконостассем, рамăсем, сунтăхсем, ĕç хатĕрĕсем (молотилка, сеялка, сÿресем, тимĕр

сухасем) ăсталанă. Вĕсене сутса самаях пайта илнĕ.
Шкулта фотостуди, изостуди ĕçленĕ. 3 хорпа 3 оркестр хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çĕвĕ тата ал ĕç япалисем ăсталанă, вĕсене Чулхула ярмăрккине выставкăна тăратнă, ылтăн тата кĕмĕл медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Шкулта лазарет та, чиркÿ те пулнă.

Чĕмпĕр шкулĕ – пурнăç шкулĕ


Слайд 16
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче
Вĕренекен ачасем
Ăçта пăхнă вăл тĕлте
Кĕнекесем вулаççĕ.
Сĕве шывĕн хĕрне

те
Чупа-чупа анаççĕ,
Пĕр-пĕринпе йăпанса
Кил шухăшне манаççĕ.
Вуттине те касаççĕ,
Тăприне те чаваççĕ,
Тĕрлĕ пахча çимĕç те
Тыр-пулă та тăваççĕ.
Пăшăхаççĕ, пиçеççĕ,
Ĕçпе пиçсе ÿсеççĕ,
Шур тутăрпа питсене
Шăла-шăла илеççĕ.

Николай Полоруссов-Шелепи


Слайд 17Чăн-чăн чăваш академийĕ, университечĕ пулса тăнă Чĕмпĕр шкулĕ. Ку шкултан вĕренсе

тухнисем чăваш халăх аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă.
Акă вĕсем: 1. Поэтсемпе писательсем:
Игнатий Иванов, Иван Юркин, Константин Иванов, Николай Шупуççынни, Тайăр Тимкки, Ваççа Аниççи, Мархва Трубина, Тăваньялсем Çеркей, Гаврил Кореньков.

Слайд 182. Драматургсем: Федор Павлов, Георгий Тал-Мăрса, Иоаким Максимов-Кошкинский
3. Тавра пĕлÿçĕ: Гурий

Комиссаров-Вантер поэт

Слайд 194. Этнографсем:
А. Прокопьев-Милли, Г.Т.Тимофеев
5. Чĕлхеçĕсем:
В.Г.Егоров, С.П.Горский, Г.М.Матвеев, Ф.Т.Тимофеев
6. Букварь

çыракан: А.Т.Трофимов вĕрентекен

7. Чăваш театрне тата киноне пуçарса яраканĕ, киноактер тата кинорежиссер:
Иоаким Максимов-Кошкинский


Слайд 208. Композиторсем:
Ф. Павлов, С. Максимов, Г. Лисков, Т. Парамонов,

П. Пазухин

9. Юрăçсем:
И. Васильев, А. Токсина, А. Казакова, К. Эсливанова

10. Ученăйсем:
П. Миронов математик, Н. Охотников математик, И. Корнилов химик, И. Данилов профессор

11. Патшалăх деятелĕ: Д.С. Элмен


12. Çар çыннисем: И. Космовский, З. Трофимов

13. Ĕç геройĕсем: Т. Кривов, И.Я.Зайцев

14. Вăрçă геройĕ: Н.В.Соколов


Слайд 21Чĕмпĕр шкулĕ – наци культурин вучахĕ
Чĕмпĕр

чăваш шкулĕ 1200 çынна яхăн вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялти шкулсене таврăнса И.Я.Яковлев пуçланă ĕçе малалла тăснă – халăха çутта кăларнă. Наци кадрĕсем хатĕрлес ĕçре çав тери пысăк вырăн йышăнать шкул. Çак шкултан вĕренсе тухнисем литературăра, искусствăра, музыкăра, ял хуçалăх ĕçĕнче, наукăпа техника аталанăвĕнче палăрма пуçлаççĕ, чăваша çĕнĕ пусăма çĕклеççĕ.


Слайд 22И.Я.Яковлев тăрăшнипе чăваш ялĕсенче 400 ытла шкул уçăлнă
Чăваш

учителĕсене хатĕрлес тата чăваш шкулĕсем уçас ĕçре И.Я.Яковлева И.Н.Ульянов питĕ нумай пулăшнă. Пĕрремĕш чăваш наци шкулне уçнă И.Я.Яковлев Хусанта вĕреннĕ вăхăтра çак шкула И.Н.Ульянов патшалăх укçипе тытса тăмалла тунă. Вăлах И.Я.Яковлев пичетлесе кăларнă букваре чăваш ялĕсене çитерекенĕ пулнă, ачасене чăвашла вĕрентмешкĕн тăрăшма хушнă.

Слайд 23Сарă хĕвел чăвашшăн та
Ăшшăн пăхĕ сарăлса.
Çутта тухнă хура халăх
Пурнăç тăвĕ

савăнса.
Ваççа Аниççи

Çав çутă – пĕлÿлĕх çути,
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тути.
Тайма пуç, Иван Якăльча.
Алексей Воробьев

Кĕтнĕ халăх: çитрĕ те
Аслă Улăп пархатарĕ
Ăслă-пуçлă чăн этем
Çынсене çутта кăларчĕ.
Александр Тимбай


Слайд 24Çуралнă ялăма килсе кĕрсессĕн,
Пире ăс панă шкулăн умĕнчен
Эп, Яковлев ятне аса

илмесĕр,
Сума сумасăр, нихăçан иртмен.
Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх,
Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне.
Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх
Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.
Александр Алка

Слайд 25Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр

пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман.
И.Я.Яковлев

Обратная связь

Если не удалось найти и скачать презентацию, Вы можете заказать его на нашем сайте. Мы постараемся найти нужный Вам материал и отправим по электронной почте. Не стесняйтесь обращаться к нам, если у вас возникли вопросы или пожелания:

Email: Нажмите что бы посмотреть 

Что такое ThePresentation.ru?

Это сайт презентаций, докладов, проектов, шаблонов в формате PowerPoint. Мы помогаем школьникам, студентам, учителям, преподавателям хранить и обмениваться учебными материалами с другими пользователями.


Для правообладателей

Яндекс.Метрика