Илле Тăхти çырнă «Колчак» поэма чăваш хушшинче çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ килтен киле çÿрет. Писателен чылай калавĕпе сăввине вулакансем лайах пĕлеççĕ. Хĕрех тăхăр çул çеç пурăннă пулин те, Тăхти, тăван культурăшăн çунса ĕçлесе , ырă та хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ. Унăн эткерĕ пуян.
Сатирăпа плалкат сĕмĕ- литературăн кулăшла питлев жанрĕ,хайлаври сăнарăн е ĕçĕн пĕр-пĕр енне е çитменлĕхне кулăшла хавхапа сăнласа кăтартни. Сăмахран, «Колчак» поэмăра Колчак ятлă адмирала сăнласа кăтартать. Вăл пуянсене хăтарма, ĕççыннине петермелле шухăшсемпе кăна çÿреть. Ăна капитализмла çĕршывсенчи фабрикантсемпе çĕр хуçисем те-Совет влаçĕн тăшманĕсем те пулăшаççĕ.Сăмахран, Япони,Франци,Англи,Америка укçа-тенкĕпе ылтăн,хĕçпăшал тата ытти те хĕрхенмеççĕ. Вĕсене уншан Колчак «çĕпĕр çĕрĕпе вăрманне те», «савăтсемпе чугун çул» таврашне те пама хатĕр.Автор вăрă хурахла ушкана та тата ирони мелĕпе те анлă усă курать. Кашнине детальсемпе ÿкереть («Варăм çÿçлĕ пуп тете» , «шурă юнлă»), фактсене ытлашширех ÿстерсе кăтартас енне сулăнать.
Тăхти –публицист карикатурăллă стильпе ÿкереть Колчак ушкăнне. Ку вăл- реализмла ытарлăхĕ.
Если не удалось найти и скачать презентацию, Вы можете заказать его на нашем сайте. Мы постараемся найти нужный Вам материал и отправим по электронной почте. Не стесняйтесь обращаться к нам, если у вас возникли вопросы или пожелания:
Email: Нажмите что бы посмотреть